? ПИРВАЙХИ ЮРАТУ? - ПЕРВАЯ ЛЮБОВЬ ?. Чувашская песня ? - Chuvash song
У вашего броузера проблема в совместимости с HTML5
? ПИРВАЙХИ ЮРАТУ? - ПЕРВАЯ ЛЮБОВЬ ?.
Сăвви Анатоли ЫРЬЯТĂН. Кĕвви Валентина СЫМОВАН. Александр СОРОКИНПА Алена АКĂШПИ юрлаççĕ
ПИРВАЙХИ ЮРАТУ - Юрă сăмахĕсем:
1. Çĕмĕртлĕх шур тутăрпа пĕркеннĕ,
Таврана хăй тыткăнне илет.
Çутçанталăк эрешпе тĕрленнĕ,
Юрату та вăхăтра килет.
Хушса юрламалли:
Пирвайхи юрату хисепре,
Пирвайхи юрату чĕрере.
2. Пĕр-пĕрне эпир сăмах парсаччĕ
Çĕмĕрт айĕнче пĕрле пулма.
Кÿнтелен-шăпчăк юрра ярсаччĕ,
Тытăннăччĕ уйăх йăл кулма.
Хушса юрламалли.
3. Пурнăç – ыйăх, паян çеç вăрантăм,
Çĕмĕртлĕх каллех ав çескере.
Пытармастăп. Чĕререн ăнлантăм,
Юрату асапĕ хисепре.
Хушса юрламалли.